• Рубрика записи:Новости

Паян, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пысăк поэт, ăста куçаруçă Анатолий Смолин çуралнăранпа 65 çул çитрĕ. Хăй пирĕнпе çук пулсан та, вăл çырнă сăвăсене халăх манмасть, юратса вулать. Эпир, Шăнчас çыннисем, хамăрăн ентешĕмĕрпе чăннипех мăнаçланатпăр, çитĕнекен ăрушĕн ырă тĕслĕх пуласса шанатпăр.

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пăрмасри культура çуртĕнче «Смолин вулавĕсем» фестиваль- конкурс иртет. Анатолий Семенович пултарулăхĕпе кăсăкланакансене пурне те уява йыхравлатпăр.