Унăн пултарулăхĕ тарăн та тĕрлĕ енлĕ. Куславкка районĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пысăк поэт, ăста куçаруçă Анатолий Смолин çуралнăранпа 60 çул çитнине паллă турĕç. Паллă çыравçăна асăнма куславккасем кăна мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, çавăнпа пĕрлех Шупашкартан та нумай çын пухăнчĕ. Тăван ялĕнче пĕр урама Анатолий Смолин ятне пачĕç, унтан хăнасем «Смолин вулавĕсем» конкурса хутшăнакансен пултарулăхĕпе паллашрĕç.
Вероника Павлова, Юрий Васильев
Анатолий Смолин пурнăçран ытла ир уйрăлса кайнă пулин те чăваш литература аталанăвне хăйĕ сумлă тÿпине хывса хăварнă. Публицистикăра та, поэзире те, куçару ĕçĕнче те пултаруллă пулнă вăл. Хайлавĕсенче тăван тавралăха, хресченĕн çăмăл мар ĕçне сăнлать. Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче çуралса ӳснĕскер, литературăна 70-мĕш çулсенче килнĕ. «Ялав» район хаçатĕнче тата «Çилçунат» журнал редакторĕнче тăрăшнă. Пĕр вăхăт Чăваш Республикин Президенчĕн аппаратĕнче ĕçленĕ. 14 кĕнеке кăларнă. Вĕсен йышĕнче «Çаврăм», «Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе», «Асамлă азбука», «Кĕтрет кĕтесĕ» сăвă пуххисем тата ытти те. Литературăри пултарулăхĕшĕн Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Трубина Мархви, Геннадий Айхи, Фатых Карим премийĕсене тивĕçнĕ. Чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла нумай хайлав куçарнă. Мухтавлă ентешне сума суса 2013 çултанпа Куславккара «Смолин вулавĕсене» ирттереççĕ. Конкурса ватти те, вĕтти те хутшăнса Анатолий Смолин хайлавĕсене янратаççĕ.
— Кунта пысăк курав йĕркеленĕ. — Смолин кĕнекисем тата та пур, тетĕп. -Вĕсем пурте алăра,- терĕç мана. Унăн сăввисене аслисем те, çамрăксем те вулаççĕ пулсан, килĕштереççĕ пулсан, унăн ячĕ нумайлăха асра упранĕ, тет поэт юлташĕ Александр Магарин. «Смолин вулавĕсене» район администрацийĕ тата куславккасен ентешлĕхĕ пулăшнипе йĕркелеççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ ― çитĕнекен ăрăва паллă поэт пултарулăхĕпе паллаштарса тăван ене юратма, çыннисене хисеплеме вĕрентесси. Сăвă калакансен йышĕ çулсерен ӳсет. Кăçалхи конкурса 50 ытла çын хутшăнчĕ.
— Пĕлтĕр эпĕ Анатолий Смолинăн «Поэта» сăвăпа хутшăнтăм конкурса. 1-мĕш вырăн илес тесе кăçал лайăхрах хатĕрлентĕм. Мана унăн хайлавĕсенчи тарăн шухăш килĕшет,- тет конкурса хутшăнакан Анастасия Луштакова. Вулакансен ăсталăхне сумлă хăнасем хаклаççĕ: поэт тусĕсем, юрăçсем, ӳнерçĕсем тата çыравçăсем. Çав йышра мăшăрĕ, Людмила Смолина. Вăл хăй те çыравçă, упăшкин нумай сăввине пăхмасăр калама пултарать, çавах вĕсене ыттисем янратнине итленĕ чухне яланах ун чунĕ хурланать.
— Çав тери чуна пырса тивеççĕ, куççуле аран-аран тытса тăратăп. Сирĕнпе калаçнă чухне те. Уяв хавхалантарать. Уйрăмах пĕчĕккисем. Вăйлă вулаççĕ. Вĕсем çине пăхсан, пурăнас килет, çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ, — тет поэт мăшăрĕ Людмила Смолина.
Вулавра палăрнисене кубокпа тата хисеп хучĕсемпе чысласа хавхалантарчĕç. Чи маттурисем вара уйрăм парнене тивĕçрĕç. Хăнасем Анатолий Смолинăн тăван Шăнчас ялне те çитсе курчĕç. Çветтуй çăлкуç патне анчĕç, шывне тутанса пăхрĕç. Паллă ентешне чысласа Асăну хăми уçма унăн тăванĕсене шанчĕç. Малашне кашни иртен-çӳрен çак çуртра Анатолий Смолин поэт çуралса ӳснине пĕлсе тăрĕ, унăн çутă сăнарне асра тытĕ.
— Çак çуртран вăл тухнă, пысăк çын пулнă. Çаруран Толя чупса çӳренĕ вырăн ку. Тăвансене те кунта илсе килсе кăтартăп çак вырăна, — тет Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Леонид Павлов ӳнерçĕ. Асăну кунĕ ялти Культура çуртĕнче вĕçленчĕ. Кунта та ялти артистсем поэт хайлавĕсене хумханса та хăпартланса вуларĕç, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç.
Видео отчет о проведенном поэтическом конкурсе «Смолинские чтения» — «Смолин вулавӗсем», ГТРК «ЧУВАШИЯ», на чувашском языке, 05.04.2017 года
http://www.chgtrk.ru/?c=view&