Куславкка районӗнче Смолин вулавӗсем иртрӗҫ
Куславкка тӑрӑхӗнче 7-мӗш хут сӑвӑ илемлӗ калакансен «Смолин вулавӗсем» конкурсӗ иртрӗ. Унта районти тӑван сӑмахлӑха юратса ӳсекен чи пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнчӗҫ.
Марина Карягина, Владимир Смирнов
Ӑмӑрту ҫулсерен сарӑлса та вӑй илсе пырать: пӗлтӗр унта 45 ача, 4 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал 50 сӑвӑ вулаканпа 5 ушкӑн килнӗ. Хӗрӳ чӗреллӗ сӑвӑҫ пиртен ытла та ир, 55 ҫулта, ҫичӗ ҫул каялла уйрӑлса кайрӗ. Шупашкарта, Куславкка тӑрӑхӗнче пурӑнакан тӑванӗсемпе тус-тантӑшӗ, ӑсчахсемпе культура ӗҫченӗсем малтан поэт кунҫулӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Ӑмӑртӑва хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе чи хастар тӑрӑшакансем Чӑваш наци конгресӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ. Пултарулӑх тупӑшӑвне хутшӑнакансемшӗн тӗслӗх вырӑнне пултӑр тенӗ пекех, Анатолий Смолинӑн Евгений ывӑлӗ сцена ҫинче ашшӗ пекех вирлӗ унӑн сӑввине вуларӗ.
Конкурс хальччен поэт ҫуралса ӳснӗ Шӑнчасра (сӑмах май, ялти урам ятне Анатолий Смолин ятне панӑ), Куславккара, Тӗрлемесре иртнӗ. Кӑҫал хӑнасене Кунерти Культура ҫурчӗ тараватлӑн кӗтсе илчӗ. «Килес ҫул тата тепӗр ял тӑрӑхӗнче ирттерме палӑртатпӑр, ентешӗмӗр сӑввисене ытларах та ытларах ҫын вулатӑр тесе тӑрӑшатпӑр», — терӗ районти культура пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Маштанова.
Сӑвӑ вулакансене, ӳсӗмне кура, тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ: чи кӗҫӗннисем (9 ҫулччен), вӑтам классенче вӗренекенсем (14 ҫулччен), аслӑ классенче вӗренекенсем тата 18-тан иртнӗ ҫитӗннисем. Арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗринчен тепри маттур. Пӗр хайлавра поэт сӑнарӗ итлекен куҫӗ умне «чӑваш Есенинӗ» пек, тепринче — Украинӑпа Балти тӑрӑхӗнче ҫарта тӑнӑ салтак пек, виҫҫӗмӗшӗнче — тӑван халӑх пуласлӑхӗшӗн хӗрӳ сӑмах калакан пек тухса тӑрать. Аслӑраххисем ытларах юрату ҫинчен ҫырнине килӗштернӗ. Вӗсене сӑвӑҫ «Людмилӑна» тесе палӑртнӑ — мӑшӑрне халалланӑ.
Ӑмӑртӑва ушкӑнпа хутшӑнакансем ятарлӑ композици кӑтартрӗҫ е Смолин сӑввипе кӗвӗленӗ юрӑ юрларӗҫ. Поэт хӑй те ӑста кӗслеҫӗ йӑхӗнчен тухнӑ, унӑн аслашшӗпе ашшӗ сӗрме купӑс та, тӑмра та каланӑ иккен. Ҫак пултарулӑх ывӑлне те куҫнӑ: Шупашкарти пурте пӗлекен «Эревет» ансамбльте ҫитӗннӗ Евгений аллинче хут купӑс выляса тӑрать. Поэтӑн хайлавӗсемпе чылай юрӑ хывнӑ, хӑшӗ-пӗрисем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ.
Ӑмӑртакансен пултарулӑхне хак паракансем кашни номинацире 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене виҫшер пама йышӑнчӗҫ. Уявӑн сумлӑ парнисене куславккасен Шупашкарти ентешлӗхӗ хатӗрленӗ.
ГТРК «Чувашия», Вести Чăваш ен. Выпуск 25.04.2019